Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Телекурав чун сиплевҫи пултӑр

2006 ҫул чӑваш журналистикишӗн юбилей ҫумӑрӗпе паллӑ пулса юлӗ. Кӑрлач-нарӑсра «Хыпар» хаҫатӑн 100 ҫулхи, унтан «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» 80 ҫулхи уявӗсене палӑртрӑмӑр. Кӗҫех электронлӑ информаци хатӗрӗсем — радиохыпарлавпа телекурав хӑйсен менелникӗсене паллӑ тӑвӗҫ. 1926 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Канаш» хаҫат редакторӗ А.И. Золотов пирвайхи хут радиоэфира тухнӑ. 1961 ҫулхи /шӑпа пулӗ: татах кӗркунне/ юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре сенкер экран пирвайхи хут ҫуталнӑ. Пуҫланнӑ вара ҫӗнӗ тапхӑр — тӗлекурав ӗмӗрӗ! Пирӗн корреспондент ыйтӑвӗсене Чӑваш Ен патшалӑх телерадио компани ертуҫи Н.А.ГРИГОРЬЕВ хуравлать.

— Николай Алексеевич, журналистика ҫемйине илес пулсан телекурав МИХӑн ытти каналӗ хушшинче мӗнле вырӑнта тӑрать? Пӗлетпӗр: юлашки 20-30 ҫул хушшинче вӑл ҫав тери вӑйлӑ аталанса пырать. Шупашкарти телекуракансем, ав, 32 канала чӑрмавсӑр пӑхма пултараҫҫӗ. Мӗн вӑл паянхи телекурав?
— Вулакана журналиситикӑн ликбезӗпе паллаштарма кирлех те мар. Информаци хатӗрӗсен тытӑмне, пӗлетӗр, пичет, радиохыпарлав, телекурав, документлӑ кинохроника, кӗнеке кӑларас ӗҫ тата интернет кӗреҫҫӗ. Пӗр ҫирӗм ҫул каялла пичет информаципе тивӗҫтерекен тӗп каналччӗ. Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ хаҫат-журнал 20-33 миллион экземплярпа сарӑлнӑ, Чӑвашри хаҫатсен тиражӗ 100 пине ҫывхарнӑ. Паянхи статистика ҫакна палӑртать: Раҫҫей халӑхӗн 32 проценчӗ информацие телекурав урлӑ илет, 18 проценчӗ радио урлӑ тӗнче хыпарӗсемпе паллашать, 12 проценчӗ — пичет урлӑ, интернетӑн тӳпи 2 процент ҫеҫ. Пичетре тарлакан ӗҫтешсем ан ҫилленчӗр, анчах факта хирӗҫ те каяймӑпӑр. Паян телекурав ҫын ӑс-тӑнне калӑплакан институт.

— Ҫак фон ҫинче «Чӑваш Ен» ПТРК портретне тишкерер-ха.
— Реформа тапхӑрӗнче телекуравӑн тӗп ҫул-йӗрӗ политика ыйтӑвӗсем тавра тӗвӗленетчӗ. Ельцин-Хасбулатов /мӗн каласси, хамӑрӑн республикӑра та ӗҫ тӑвакан тата саккун кӑларакан влаҫ юпписем хӗремесленсех хирӗҫетчӗҫ/ тапхӑрӗнчи кризис, телее, иртрӗ. Телекуракансене халӗ бизнес, килти хуҫалӑх, сывлӑх, право ыйтӑвӗсем ытларах кӑсӑклантараҫҫӗ. Пирӗн компани «Раҫҫей» телеканал тытӑмӗнче аталанать. Вулакансем пӗлеҫҫех, федераци пӗлтерӗшлӗ канал пирӗн виҫҫӗ: Пӗрремӗш канал, «Раҫҫей» тата НТВ. Чи сумлӑраххи, ман шутпа, «Раҫҫей» канал. Вӑл информаци тытӑмне 89 субъектпа тачӑ ҫыхӑнса йӗркелет. Эпир ҫав холдингӑн пӗр пайӗ пулатпӑр та. Пирӗн журналистсем ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнине, ун аталанӑвӗшӗн пысӑк ӗҫ тунине туятӑп. Ломоносов сӑмахӗсемпе каласан Раҫҫей тӗрлӗ ҫӗрсем пӗрлешсе тӑнипе мӑнаҫлӑ. Эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: регионсем вӑйлӑ пулсан Раҫҫей вӑйлӑ пулать, субъектсенче ырӑ информаци ытларах — ҫӗршыв ҫитӗнӗвӗ те пысӑкрах. «Чӑваш Ен» компани хӑйӗн передачисене 8 канал урлӑ итлекен-куракан патне ҫитерет. Вӗсем: «Раҫҫей», «Культура», «Спорт», «Чебоксары ТВ», «Маяк», «Радио России», «Чӑваш Радио», «Ваше Радио».
Республикӑра пулса иртекен пулӑмсене, экономика, социаллӑ пурнӑҫ аталаннине лайӑхрах уҫса парасси, ҫитменлӗхсене кӑтартасси журналистсен тӗп тӗллевӗ. Журналист сӑмахне ахаль телекуракан та, президентпа премьер та, спикерпа депутат та ӑнланччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ӑна, информацие, васкавлӑ эфира кӑларатпӑр. Кашни передача усӑллӑ пултӑр. Телекуракан вӗсемпе хуҫалӑхра та усӑ куртӑр.

— Паха передачӑсем йӗркелеме, сӑмахсӑрах, туслӑ ушкӑн кирлӗ. Енчен те пичетре ӗҫлекен журналист текста пӗчченех тӗрлеме пултарать пулсассӑн телетехнологи чылай кӑткӑсрах. Сюжет ӳкересси «корреспондент-режиссер-оператор» виҫ кӗтеслӗхрен килет. Каярах редактор тӗрӗслевӗ, монтаж... Вӑрӑм сӑнчӑр пӗр сӑмахпа. Ҫак сумлӑ ӗҫе пурнӑҫлакан «ылтӑн кадрсем» пирки калаҫар-ха.
— Журналист пӗлтерӗшне асӑнам: журналистӑн чи малтан ҫын кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Журналист — пур профессие те пӗр тӗвве ҫыхакан специалист: пӗр сӑнрах экономиста, агронома, юриста, механизатора куратпӑр. Ҫапла ҫӗршер професси асӑнма пулать.
Журналистӑн тухтӑр пек сиплевҫӗ те пулмалла. Тележурналистсем Чӑваш Ен историне курӑмлӑ мелсемпе ҫырма пултаракан талантсем. Пуҫламӑшӗ, паллах, ҫӑмӑл пулман. Камерӑсем 70-80 кг тайнӑ. Монтаж магнитофонӗсем 2 метра кармашнӑ. Сюжетсене кинопленка ҫине ӳкерни, вӗсене хими меслечӗпе курӑмлатни тележурналист умне чылай йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ.
Чӑваш радиопа телекуравӑн ырӑ йӑла сахал мар. Ӑна хывакансем техниксем, видеоинженерсем, операторсем, журналистсем.
Информацие хумсем урлӑ сарассине «Канаш» редакци ӗҫченӗсем йӗркелесе янӑ. 1925 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта радио юратакансен обществин I съезчӗ иртнӗ. Унта РЮО канашӑн президиумне ҫирӗплетнӗ. Председатель пулма Аркадий Золотов редактора суйланӑ. Степан Авксентьев-Лашман секретарь пулса тӑнӑ. Ҫак ушкӑна ҫавӑн пекех С.Андреев, С.Кошкина, Н.Золотов, П.Сычев, И.Краевский кӗнӗ. Почтӑпа телеграф кантурӗнче ӗҫлекен С.Коншин аслӑ радиотелеграфиста радиостанци аппаратурине илмешкӗн Мускава ӑсатнӑ. Ҫавсенчен пуҫланать «ылтӑн кадрсен» списокӗ. Серафима Мироновна Ефимова тата! Вӑл — коллектив мӑнаҫлӑхӗ. Пӗлетӗр-и, СССР талккӑшӗнче ирттернӗ дикторсен конкурсӗнче чӑваш хӗрӗ Юрий Левитан хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ӑна шӳтлесе «Юбкӑллӑ Левитан» та тенӗ. В.Иванова /ИТАР-ТАСС/, В.Алексеев /Чӑваш кӗнеке издательстви/, Чӑваш халӑх ҫыравҫисем П. Афанасьев, В. Давыдов-Анатри, Г.Краснов чӑваш телекуравӗпе радиохыпарлав аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Павел Афиногентович Крысин кунта уйрӑм тӑракан фигура. Вӑл журналистсенчен ҫирӗп ыйтнипе кӑна мар, материалсен пахалӑхӗшӗн тӑрӑшнипе те паллӑ. П. Марков, М. Антонов, В. Погильдяков... Йышлӑн вӗсем. Кашниех ахах, кашниех мерчен. Чӑваш литературине сухалакан ӗҫтешсенех илер: А.Тарасов, М.Карягина, О.Тургай... Ҫӗнӗ хунав ешӗл ҫитӗнет: Алина Шамбулина, Родион Архипов.

— Телекурав — тӗрлӗ передачӑсен ярӑмӗ. Эпӗ, сӑмахран, халӑхӑн пур енлӗ пурнӑҫне сӑнлакан "ИПК", "70 те 7", "Тавсси", "Хуняма" передачӑсене ӑшӑ кӑмӑлпа аса илетӗп. Вӗсенче политикӑпа экономикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсем те, чӑвашлӑхпа диаспора нушисем те, культурӑпа искусство дискуссийӗ те пур.
— ПТРК уйрӑмлӑхӗ — наци историне, этнопедагогикине, этнокультурине ҫырнинче. Уйрӑм ҫын пултарулӑхне, пулӑма ӑрусем валли упраса хӑварма тӑрӑшатпӑр... фильмсем ӳкӗретпӗр. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри, Пӗтӗм тӗнчери конкурссене хутшӑнса лауреатсем пултӑмӑр. Ку тӗлӗшпе ял хуҫалӑх программисен редакторӗ Мария Мареева, ача-пӑча кӑларӑмӗсен авторӗ Марина Карягина кӑтартуллӑ. Ытти регион каналӗсем видеофильмсем ӳкерсе телевидени Олимпне хӑпарайман-ха. ПТРК ку тӗлӗшпе ҫерем уҫакан компани пулчӗ.

— Чӑваш телекуравне И. Максимов-Кошкинский пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсакан теме те юрать. Сӑмахӑм «Чӑваш кино» пирки. 1983 ҫулта Леонид Трифонов режиссер Влас Пайменӑн «Кӗпер» романӗ тӑрӑх 4 сериллӗ телефильм ӳкернӗччӗ. Унта ЧПУри «Вутчуль» студтеатра ҫурекенсене те явӑҫтарнӑччӗ. Ҫапла вара манӑн та «артист» пулма тӳр килнӗччӗ. Ҫак сукмак мӗнле такӑрланать...
— Максимов-Кошкинскипе Тани Юн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тесе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ Леонид Трифонов нумай тӑрӑшрӗ. Халӗ вӑл ӗҫе пуҫаруллӑ Венера Большова, талантлӑ Валерий Иовлев, ӗҫчен Лидия Петрейкина малалла тӑсаҫҫӗ. «Культура» канал пултаруллӑ ушкӑн ӳкернӗ фильмсене, театр спектаклӗсене савӑнсах йышӑнать. Пирӗн 40 пин сехетлӗх материал! Видеотекӑра 3 пин уйрӑм передача. Нумаях пулмасть телекурав музейне уҫрӑмӑр. Ӗҫлетпӗр. Магнитлӑ пленкӑсенчен информацие цифрӑ технологийӗ ҫине куҫарассипе тӑрӑшатпӑр.

— Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин Шупашкара килсен ЧНК ертуҫи Г.Н. Архипов Чӑвашра уйрӑм телеканал уҫӑсси ҫинчен сӑмах пуҫарнӑччӗ. Чӑваш чӗлхипе янракан кӑларӑмсене прайм вӑхӑтӗнче кӑтартманни те пӑшӑрхантарать.
— Ҫӳлерех ПТРК «Раҫсей» телехолдинга кӗнине палӑртнӑччӗ. Чӑваш телекураканӗ Мускав паракан информацие те, Шупашкар хатӗрлекен хыпарсене те йышӑнма пултартӑр. Маларах, чӑнах та, Мускав пире вещани сетки тӗлӗшӗнчен кӳрентерме те хӑтланчӗ. Халӗ лару-тӑру лайӑхланса пырать. Ку пӗрремӗшӗнчен. Иккӗмӗшӗнчен, телепродукци ҫав тери хаклӑ тавар. 8 каналпа информаци сарни пирки те асӑнтӑм. Республикӑра талӑкӗпех информаци кӑларӑмӗсем тума экономика тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑлах мар. Тутарсем ку енӗпе, тен, телейлӗрех. Анчах кӳршӗ республика нефть-газпа пуян пулнине те манмалла мар.

— Халӑх чӑваш чӗлхипе тухакан киленӗҫ программисене курасшӑн. Александр Васильев хатӗрленӗ «Чӑвӑш пики», «Янра, хут купӑс, сайнӑҫлӑ тусӑм», «Телеулах» йышши кӑларӑмсене ял халӑхӗ савӑнсах пӑхнине, кӗтнине пӗлетӗп.
— Килӗшетӗп. Радиора ку ыйтӑва туллинрех татса панӑ. Телекуравра ытларах информаци кӑларӑмӗсем ҫине пусӑм тӑватпӑр. Ку вӑхӑт ыйтӑвӗ. Тематика передачисене тӗрлӗ канала сӗнетпӗр. Культурӑпа искусство — «Культурӑра», ӑмӑртусем — «Спортра».

— Федерацин йышлӑ халӑхӗсене, этносӗсене илес пулсан эпир — чӑвашсем — вырӑссемпе тутарсем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑратпӑр /пушкӑртсен суя статистикине шута илмӗпӗр/. Чӑваш кӑларӑмсене тӑван чӗлхепе итлесшӗн.
— Титул халӑхӗ республикӑра 67,3 процент йышӑнатъ — РФра виҫҫӗмӗш кӑтарту. Чӑнах та, компани хатӗрлекен продукцин пысӑкрах халӗ эфира вырӑсла тухать. Анчах ҫакна та шута илмелле: республика — интернационаллӑ кил. Кунта тутарсем, ирҫесем, еврейсем, марисем, удмуртсем — 27 наци пурӑнать. Вӗсен кӑмӑлне те шута илмеллех. Информаци кӑларӑмӗсене 50x50 формулӑпа йӗркелетпӗр.

— Сирӗн компани ҫамрӑк журналистсене хатӗрлекен лаборатори те.
— ЧПУн журналистика факультечӗпе тачӑ ҫыхӑнура. Студентсене пӗрремӗш курсранах практикӑна йышӑнатпӑр. Савӑнӑҫа пытармастӑп, ҫивӗч, ӑслӑ ҫамрӑксем килеҫҫӗ. Пултарулӑх лаҫҫинче теҫеткешер ҫул пиҫӗхнӗ ӑстасене те пултарулӑх тӗлӗшӗнчен парӑнмаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе Арсений Тарасов студийӗ тӗслӗхпӗ, ҫамрӑксен хӑйсен те ӑнтӑлӑвӗ пысӑк. Ирина Николаева, Юлия Гаврилова, Надежда Белова пуҫаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксем.

— Малашлӑх пирки.
— 2001 ҫултах ҫӗнӗ технологи ҫине куҫма тытӑнтӑмӑр. Ҫак процеса ҫывӑх вӑхӑтра вӗҫлесшӗн. Ҫӗнӗ видеокамерӑсем, ҫӗнӗ диктофонсем пулӗҫ.

— Телекурав халӑх кӑмӑлне, ӑс-хакӑлне йӗркелекен, психикине улӑштарма пултаракан инструмент. Унпа асӑрхануллӑ усӑ курмалла. Телекиллерсем ҫанӑ тавӑрсах пире хура информаципе тӑрантарасшӑн. Экранри хыпарӑн 80-90 проценчӗ — пушар, вӑрҫӑ, виле, ҫарату, кисретӳ. Чӑваш телекуравӗ вӑл ҫулран аякра тӑрать. Кунта сирӗн тӳпене те куратӑп.
— Пӗр самант. Ӗҫри вӑрттӑнлӑха уҫса паратӑп. Пытармастӑп, федераци каналӗсем пирӗнтен те «хура» информаци ыйтсах тӑраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир тӗп каналсене ҫулталӑкне ҫирӗп шӑнӑрлӑ, ырӑ тӗслӗхлӗ 70-80 сюжетпа тивӗҫтеретпӗр. Тӗслӗхрӗн, Вӑтам Раҫҫейри тата Ҫӗпӗрти регионсенчен пурӗ тӗ 35-40 сюжет кӑна федераци тӗп каналӗсенче вырӑн тупать. Эпир ытларах пахалӑхпа, тема актуаллӑхӗпе илетпӗр. Эпӗ хам валли 13 формула шутласа кӑларнӑ. Вӑл ҫакна пӗлтерет: пурнӑҫри кӑлтӑксене те кӑтартмалла пирӗн, япӑххине 3 ырӑ тӗслӗхпе хупламалла. Эпир вӑрӑ-хурах тӗнчинче пурӑнмастпӑр, пирӗн лайӑххи чылай нумайрах.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ коллективӗ, унӑн пин-пин вулаканӗ «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадио компани ӗҫченӗсене радиохыпарлав — 80, телекурав — 45, «Шупашкар TV» 10 ҫул тултарнӑ ятпа саламлаҫҫӗ. Тӗрӗслӗх лаши яланах чӑхӑмламасӑр чуптӑр, ӗҫтешсем.

Анатолий Абрамов
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ»,
2006, юпа, 13, 41 /5614/ №.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-06 22:54:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4013 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем